Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
24 Кӑрлач , 10:08

Путин правительствӑна пенсисене индексацилес тӗлӗшпе хушусем панă

#владимирпутин

Путин правительствӑна пенсисене индексацилес тӗлӗшпе хушусем панă
Путин правительствӑна пенсисене индексацилес тӗлӗшпе хушусем панă


#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна пенсисене индексацилеме кӗске вӑхӑтра йышӑнусем тума ыйтнӑ.
Пӗлтӗр хаксем ӳснине шута илсе 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫар пенсионерӗсем тӗлӗшпе хушма индексаци туса хурассине палӑртнă.
"Правительствӑна социаллӑ тӳлевсемпе пособисене индексацилес енӗпе ҫак тата ытти решенисене пурнӑҫлама чи кӗске вӑхӑтра ӗҫе йышӑнма ыйтатӑп", - тенӗ Путин видеоконференци режимӗнчи экономика ыйтӑвӗсемпе канашланӑ чухне.
Президент ҫавӑн пекех правительствӑна страхлав пенсийӗсене шутласа тухма, 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуçласа 9,5% ӳстернине шута илсе, тивӗҫлӗ тӳлеве февральте тума ыйтнă.

https://ria.ru/20250122/putin-1995017395.html

 

 

Путин правительствӑна пенсисене индексацилес тӗлӗшпе хушусем панă
Путин правительствӑна пенсисене индексацилес тӗлӗшпе хушусем панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: