Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
2 Июнӗн , 12:01

Путинпа калаçнă нумай ачаллӑ ҫемьене хваттер уҫҫи панӑ

#владимирпутин

Путинпа калаçнă нумай ачаллӑ ҫемьене хваттер уҫҫи панӑ
Путинпа калаçнă нумай ачаллӑ ҫемьене хваттер уҫҫи панӑ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗлпулӑва хутшӑннӑ нумай ачаллӑ Боголовсен ҫемйине тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер уҫҫи панӑ, пӗлтернӗ регион пуҫлӑхӗн Махмуд-Али Калиматовăн тelegram-каналĕнче.

Путин ҫӗршыври тӑхӑр регионти нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗлпулу ирттернӗ. Президент «Мать-героиня» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ амӑшӗсемпе тата «Родительская слава» орденпа наградӑланӑ ҫемьесемпе калаçнă. Ингушетири Марьям Хамхоевапа Беслан Боголов вунӑ ывӑлпа пӗр хӗр пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ.

«Раҫҫей Президенчӗн Ҫурҫӗр Кавказ округӗнче полномочиллӗ представителӗ Юрий Чайка президент хушнипе нумай ачаллӑ аннене Марьям Хамхоева уйрӑм палли — «Мать-героиня» орден панă. Унпа пӗрле Марьям Хамхоевана Назрань хулинче тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер уҫҫине панă», - тесе ҫырнӑ Калиматов.

Новости РИА.

https://ria.ru/20250529/putin-2019860967.html

 

 

Путинпа калаçнă нумай ачаллӑ ҫемьене хваттер уҫҫи панӑ
Путинпа калаçнă нумай ачаллӑ ҫемьене хваттер уҫҫи панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас