Ялхуҫалӑхӗнче нумай вӑхӑт ӗҫленӗшӗн пенсионерсене хушса пама палӑртнӑ. Мӗн пӗлмеллине Пушкӑрт Республикинчи Социаллӑ фонд уйрӑмӗн специалисчӗсем ӑнлантараҫҫӗ.
2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2226,93 тенкӗ хушмалли виҫе.
Ватлӑхпа е инвалид пулнипе страхлав пенсийӗ валли пысӑклатнӑ тӳлеве ял ҫыннисене виҫӗ условие пӑхӑнса пурнӑҫланӑ чухне параҫҫӗ:
- ял стажӗ 30 ҫултан кая мар пулсан;
- тӳлевсӗр ӗҫ пулмасан;
- ял тӑрӑхӗнче пурӑнсан.
Ял стажне колхозсенче, совхозсенче, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес, ӳсентӑран ÿстерес тата пулӑ ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен ытти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫ тапхӑрӗ кӗрет.
Ҫак професси Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ списока тивӗҫлӗ пулмалла: vk.cc/cdE94X. 1992 ҫулччен ял хуҫалӑх организацийӗсенче ӗҫлени должноҫ е профессие пӑхмасӑрах шутланать.
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан