#владимирпутин
Тӗп вырӑнта — сывлӑх сыхлавӗпе демографи ыйтӑвӗсем. Тӗлпулӑва Правительство Председателӗн çумӗ Татьяна Голикова, ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Антон Котяков тата сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко хутшӑннӑ.
Татьяна Голикова ҫемьепе демографи политикине пурнӑҫа кӗртмелли мерӑсем, ҫавӑн пекех нумай ачаллисене пулӑшмалли, ҫав шутра ҫӗнӗ наци проекчӗсен шайӗнче те, ҫинчен пӗлтернӗ. Антон Котяков патшалӑх пуҫлӑхне икӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесем валли налук вычечӗн программине хатӗрлесси пирки пӗлтернӗ. Михаил Мурашко хӑйӗн докладӗнче Раҫҫейре ача-пӑча медицинин аталанӑвӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.
http://kremlin.ru/events/president/news/77439