Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
14 Мартӑн 2019, 11:43

ТИВĔÇЛИПЕ ХŸТĔЛЕНĔ

Хĕллехи Универсиада - 2019 - Пĕтĕм тĕнчери студентсен ХХIХ турнирĕ. Ăмăрту март уйăхĕн 2-12-мĕшĕсенче Красноярск хулинче иртрĕ.

Хĕллехи Универсиадăна Раççейре пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Спорт ăмăртăвне пурĕ 60 çĕршыв хутшăннă. Виçĕ пине яхăн атлет 11 спорт енӗпе тупăшнă: биатлон‚ ту йĕлтĕр спорчĕ‚ керлинг‚ йĕлтĕрпе чупасси‚ сноуборд‚ конькипе илемлĕ ярăнасси‚ шорт-трек‚ спорт ăнкарăвĕ‚ мечĕкпе тата шайбăпа хоккей вылясси.

Раççей чысне Пушкăртстан Республикинчен 10 спортсмен тивĕçлĕ хÿтĕлĕнĕ: «Агидель» командинчен А.Шибанова тата М.Баталова хоккеисткăсем‚ Э.Латыповпа А.Петров биатлонистсем‚ Е.Салихова сноубордистка‚ Р.Катманов‚ А.Герасимова тата К.Спиридонова фристайлçăсем (акробатика), Я.Шакирова слоуп-стайл тата А.Мигунова шорт-трек.

ПР Спорт министерстви тата çамрăксен политикин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкартстан спортсменĕсем хĕллехи Универсиадăра 4 медаль çĕнсе илнĕ: 19 çулхи Руслан Катманов «йĕлтĕр акробатики» дисциплини тăрăх пăхăр медаль илме тивĕçнĕ‚ вун тăххăрти çамрăк хĕр Кристина Спиридонова хутăшлă ушкăнпа акробатикăра (Станислав Никитинпа) иккĕмĕш вырăн йышăннă‚ 24 çулхи Эдуард Латыпов биатлонист икĕ медаль – ылтăнпа кĕмĕл - çĕнсе илнĕ.

Универсиадăра Чăваш Енĕн тăватă спортсменĕ вăй виçнĕ: Л.Прусаковăпа Д.Мулендеев - фристайлçăсем, К.Кускова - йĕлтĕрçĕ, А.Петров - биатлонист. Март уйăхĕн 6-мĕшĕнче Лана Прусакова фристайлăн слоуп-стайл енĕпе ылтăн медале тивĕçнĕ. Унăн тренерĕ - Никита Васильев. Çав ятпа Лена валли РФ Президенчĕ Владимир Путин телеграмма хатĕрленĕ. Н.Васильевпа Л.Прусакована Чăваш Ен Элтеперĕ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чыслама йышăннă.

Эпир спортсменсене çитĕнÿсемпе саламлатпăр. Малашне те ăнăçу сунатпăр!

Ирида МАТНИЯЗОВА.
Читайте нас: