Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
19 Мартӑн 2019, 12:50

Чи вăйлисем пулнине çирĕплетнĕ

Районти çăмăл атлетика çамрăк спортсменĕсем республикăн чи лайăх чупаканĕсен вуннăшĕн шутне кĕнĕ.

Мелеузра тĕрлĕ ÿсĕмри чупакансен çăмăл атлетика кросĕпе ПР Чемпионачĕ тата Первенстви иртнĕ. Пирĕн районтан Раççей Первенствине тата тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăнсенче çăмăл атлетикăпа республика сборнăйне лекес тĕллевпе иртнĕ суйлав ăмăртăвĕсенче «Парус» спорт шкулĕн тренерĕн Петр Николаевăн воспитанникĕсем хутшăннă.

— Пишпÿлекри сакăр çăмăл атлет 5—6 -мĕш вырăнсем йышăнса республикăн вунă чи лайăх чупаканĕсен шутне лекнĕ, — тет Петр Георгиевич. — Пирĕн форвардăн Георгий Блиновăн çитĕнĕвне уйрăм палăртса хăвармалла. 2000 метр дистанцинче 26 участник хушшинче вăл черетлĕ хут пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 8000 метр дистанцинче Андрей Петров кĕмĕл призер пулса тăчĕ. Вĕсем Суздальте иртекен Раççей Первенствинче республика чысне хÿтĕлĕç.

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: