Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
5 Апрелӗн 2019, 15:42

Волейбол спортсменсене пуçтарнă

Йăлпăлакра шкулăн спорт залĕнче Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине чысланă «Фаворит» культурăпа спорт аталанăвĕн центрĕ» автономлă коммерцилле мар организацин Кубокĕшĕн волейбол турнирĕ иртнĕ.

Турнира тăватă команда хутшăннă: «Фаворит» (Йăлпăлак), «Çамрăксен команди» (Йăлпăлак), «БижДюс» (Пишпÿлекпе Дюсян ялĕсен), «Йăлпăлак» (Йăлпăлак).

Пишпÿлек ял тăрăх ял Совечĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Кажаев, çамрăксемпе тата спорт тĕлĕшĕпе ĕçлекен комитет председателĕ А. Семенов, «Фаворит» организацин ертÿçи А. Васильев участниксене саламланă. Йăлпăлакри хăйпултарулăх артисчĕсем юрăпа савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ.

Хĕрÿ ăмăртусен результачĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăна «БижДюс» команда çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш вырăнта «Фаворит» команда, виççĕмĕшĕнче — «Йăлпăлак» команда. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Дипломсем тата асăнмалăх парнесем панă, пĕрремĕш вырăншăн — Кубок.

Чи лайăх вăйăçăсем Олеся Гимранова (чи лайăх хÿтĕлевçĕ), Максим Никитин (чи лайăх тапăнакан), Михаил Петров (чи лайăх распасовщик) пулса тăнă. Куракансене пуринчен ытларах килĕшнĕшĕн парнене волейбол ветеранĕ — Валерий Чернов илнĕ.

— Мĕнпур участниксен ятĕнчен турнира йĕркелекенсене, спонсорсене тата шкул ĕçченĕсене, хăйпултарулăх артисчĕсене спорт уявне çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн чĕререн тав тăватăп, — тенĕ Алексей Васильев.

Наталья Минаева хатĕрленĕ.
Читайте нас: