Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
19 Апрелӗн 2019, 17:53

ХĂВА - АСАМЛĂ ЙЫВĂÇ

Çитес вырсарни кун турра ĕненекенсем çурхи пысăк уявсенчен пĕрне - Кăчăкă праçникне палăртаççĕ. Чиркÿ календарĕнче вăл “Турă Иерусалима кĕни” ятлă. Кăчăкă уявĕ умĕнхи шăмат кун (апрелĕн 20-мĕшĕ) Лазарь шăмат кунĕ шутланать.

Иисус Лазаре вилнĕ хыççăн тăваттăмĕш кунне чĕртнĕ. Çак пулăм пирки пĕлнĕ Иерусалим халăхĕ Христоса хулана кĕнĕ чухне (вăл ашак утланса кĕни паллă) пальма тураттисем тытса савăнăçлăн кĕтсе илнĕ. Ку праçник Иисуса çăлавçă пек йышăннине тата вăл Çăтмаха кĕнине пĕлтерет.

Ăна Аслă типпĕн улттăмĕш эрнинче, вырсарни кун уявлаççĕ. “Пальма вырсарни кунĕ”, “Чечеклĕ вырсарни кун” е “Кăчăкă уявĕ” теççĕ. Раççейре пальмăна хăва, йăмра кăчăкипе улăштараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн патра чăн малтан чечеке лараççĕ. Кăçал çуркунне ир килчĕ те - кăчăкă та пур, ама хупаххи те чечеке ларчĕ. Хуласенчи пасарсенче те 4-5 кун каяллах кăчăкă сутма пуçларĕç. Вырсарни кун (апрелĕн 21-мĕшĕ) республикăри пур чиркÿре те ĕненекенсем ирхи кĕлĕ вăхăтĕнче кăчăкă кăларнă хăва туратти тата çурта тытса тăрĕç. Кĕлĕ хыççăн пачăшкă кăчăка çветтуй шывпа сăваплать. Сăвапланă кăчăка ĕненекенсем турăш çумĕнче çулталăк тăршшĕпех упраççĕ. Вăл усал-тĕселтен, чир-чĕртен сыхлать тесе ĕненеççĕ.

Халăхра чиркÿрен таврăнсан кăчăкăпа пĕр-пĕрне майĕпен лектерсе илесси, сывлăх сунасси йăлана кĕнĕ. Хăван сиплĕхне ĕненнипе çыхăннă ку. Малтанах кăчăкăпа чиркĕве кайман ачасене сĕртĕнсе илнĕ. “Хăва пек аслă, шыв пек сывлăхлă, çĕр пек пуян пул”, - тенĕ. Хăшĕ-пĕри выльăх-чĕрлĕх сывă пултăр, лайăх хунатăр, пыл хурчĕсем çăвăр нумай уйăрччăр тесе сăвапланă кăчăкăпа картишне, лупаса, утара кĕрсе тухнă. Кун хыççăн кăчăка куç ÿкесрен, чир ересрен сыхлать тесе çулталăкĕпех упранă. Чăвашсем те хăвана асамлă йывăç шутне кĕртнĕ. Вĕсем ун çине ырă чунсем ларса канаççĕ тесе ĕненнĕ. Кунсăр пуçне хăва хĕл ыйхинчен пуринчен маларах вăранса кăчăкă кăларать, çуркунне çитнине систерет, çут çанталăк вăйне палăртать. Çак кун çиллĕ - çу та çиллĕ килет-мĕн. Çанталăк лайăх - çу та ăшă, тухăçлă пулать. Уяр та сивĕ-тĕк - çурхи культурăсем ăнса пулаççĕ. Кăчăкă праçникĕнче çанталăк ăшă тăни улма-çырла нумай пулассине те систерет.

Енчен те хĕрарăмăн нумай вăхăт çие юлмасть-тĕк Кăчăкă праçникĕнче кăчăкă çимелле - вара сывалать. Савнă çынна курас килет - Кăчăкă вырсарни кунĕнче ун çинчен шухăшламалла: килетех. Пуян пулас килет-и? Апла çак уявра хулăн çулçăллă чечек лартăр. Аса илтеретпĕр: Кăчăкă уявĕ хыççăн Аслă типпĕн чи çирĕп эрни пуçланать.

Роза ВЛАСОВА.

«Хыпар» хаçатран.
Читайте нас: