Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
СПОРТ
10 Июлӗн 2019, 12:53

Уфа хулинче Тĕнчери ача-пăча вăййисем иртеççĕ

Июлĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 14-мĕшĕччен Уфара Тĕнчери олимп комитечĕ пулăшнипе пысăк спорт пулăмĕ — 53-мĕш çуллахи Тĕнчери ача-пăча вăййисем иртеççĕ.

Унта 29 çĕршыври (Австрали, Канада, США, КНР, Мексика, Великобритания, Голландия, Словения тата ыт. те) 84 хуларан 1192 спортсмен хутшăнать. Уфана тĕнчен пĕтĕм кĕтесĕсенчен икĕ пине яхăн хăна килсе çитнĕ.

Ăмăртусем — 12 çултан пуçласа 15 çулчченхи ÿсĕмри ачасене тĕнче масштабĕллĕ ăмăртусене хутшăнмалли тата опыт пухмалли, пысăк спорта пĕрремĕш утăмсем тумалли, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенчен çĕнĕ тус-юлташсем тупмалли лайах май.

Тĕнчери ача-пăча вăййисен комитечĕпе пĕрле Уфана Вăйăсене пуçарса яракан Метод Клеменц та килсе курать. Шăпах вăл тăрăшнипе 1968 çулта Целе хулинче (Югослави) çамрăк атлетсен кашни çулхи спорт уявне пуçарса янă пĕрремĕш Тĕнчери ача-пăча вăййисем иртнĕ.

Çамрăк спортсменсем спортăн тăхăр олимп тĕсĕнче ăмăртĕç: çăмăл атлетика, ишев, фехтовани, грекпа рим кĕрешĕвĕ, дзюдо, мини-футбол, баскетбол, пляж волейболĕ тата чакăл сăрта хăпарни (скалолазание).
Читайте нас: