Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
СПОРТ
10 Июлӗн 2019, 11:29

Вячеслав Красильниковпа Олег Стояновский волейболистсене Владимир Путин саламланă

Раççей президенчĕ Владимир Путин Вячеслав Красильниковпа Олег Стояновский волейболистсене Германинче Гамбург хулинче пляж волейболĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернипе саламланă.

«Эсир хăвăра Гамбургра лайăх кăтартрăр, лидер характерне тата ăсталăхăра çирĕплетрĕр. Сирĕн çитĕнÿ — пирĕн çĕршывра çак курăмлă спорт тĕсне аталантарассипе сарассине палăрăмлă ĕлĕш хыврăр. Сире çĕнĕ çĕнтерÿсем тата мĕнпур лайăххине сунатăп», — тенĕ салам çырăвĕнче.

Аса илтеретпĕр, Ямалти пляж волейболисчĕсем Вячеслав Красильников тата Олег Стояновский тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Финалта Раççей дуэчĕ Клеменс Виклерпа Юлиус Толе ăмăртусен хуçисенчен выляса илнĕ. Турнирта çĕнтерни Раççей сборнăйне 2020 çулхи Олимп вăййисене кайма лицензи илме пулăшнă.


Читайте нас: