Пĕтĕмĕшле тăхăр спорт тĕсĕпе 88 медаль комплекчĕ вылянă. Уфа команди 25 медаль çĕнсе илнĕ, вĕсен шутĕнче — сакăр ылтăн, ултă кĕмĕл тата вун пĕр бронза. Çакăн çинчен пĕтĕмлетÿ пресс-конференцинче 2019 çулхи Пĕтĕм тĕнчери ачасен вăййисен тĕп судьи Андрей Кривошеев пĕлтернĕ.
— Пирĕн вăйăсен концепцийĕ тăрăх медальсен шучĕпе тата вырăнсем палăртнипе пĕтĕмлетÿсем тăвассине пăхса хăварман. Чи пĕлтерĕшли — пирĕн ачасем пĕр-пĕринпе калаçни, хутшăнни, туслашни. Апла пулин те, Уфа пĕрремĕш вырăна тухнине пĕлтерме питĕ савăнăçлă, — тенĕ вăл.
Пĕтĕм тĕнчери ачасен вăййисен генеральнăй секретарĕ Ричард Смит Уфара вăйăсем ирттерессине хатĕрленнине çÿле хурса хакланă.
— Юлашки çулсенче эпе вуниккĕмĕш хут Уфара пулса куратăп, кашнинчех пите кăмăллă, — пĕлтернĕ Ричард Смит. — Çине тăрса хатĕрленни куçкĕрет, инфраструктура, ăмăртусене ирттерни, спорт сооруженийĕсем, вăйăсене тивĕçтерни — пурте питĕ лайăх. Халĕ Уфан пин çурă посол пур, хăшĕсем пĕтĕм тĕнчипе Пушкăртстанăн тĕп хули — Уфа епле чаплă хула пулни çинчен каласа парĕç.