Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
СПОРТ
19 Июлӗн 2019, 12:45

Кăтартăвĕсене лайăхлатнă

ПР сборнăйĕн çăмăл атлетсен командин ăмăртусем çулталăк тăршшĕ пыраççĕ.

— Июнĕн 27-мĕшĕнчен 30-мĕшĕччен Челябинск хулинче 2002—2003 çулта çуралнă спортсменсен хушшинче çăмăл атлетикăпа Раççĕй Первенстви иртнĕ, — каласа парать «Парус» ача-пăча спорт шкулĕн тренерĕ Петр Николаев. — Престижлă ăмăртăва Георгий Блинов та хутшăннă. Вăл 3000 метр дистанцине хăйĕн кăтартăвне ÿстерсе чупса тухрĕ, Раççейри чи лайăх 35 чупуçă хушшинче 12-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсенчен таврăннă хыççăн çамрăк спортсмен июлĕн 3 тата 4-мĕшĕсенче республикăн тĕп хулинче иртнĕ яллă районсен хушшинче çăмăл атлетикăпа ПР Первенствине хутшăннă. Георгий Блинов 3000 метр дистанцинче «стипль-чез» чăрмавсем урлă каçмаллă чупăшура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Стадионта 91 сантиметр çÿллĕшлĕ чăрмавсем лартнă пулнă, вĕсен урлă сиксе каçмалла пулнă. Чăрмавсенчен пĕри шывпа тултарнă шăтăк пулнă.

— Пирĕн районшăн Михайловкăран тата тепĕр спортсмен ăмăртнă, — каласа панă Петр Георгиевич. — Пирĕн воспитанник Олег Васильев 5000 метр дистанцинче пĕрремĕш вырăн йышăнса лайăх кăтартусем çĕнсе илчĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Петр НИКОЛАЕВĂН ĕçĕ.
Читайте нас: