Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
25 Сентябрӗн 2019, 17:10

Чи шепписем çĕнтерчĕç

«Кросс нации-2019» ăмăртăва районти чылай ялсенчен 100 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ «Кросс нации-2019» чупăшмалли куна 2004 çултанпа ирттереççĕ. Сивĕ те çумăрлă çанталăка пăхмасăр, кăçалхи вунпиллĕкмĕш спорт ăмăртăвне çĕр ытла спортсмен хутшанчĕ.

Чупăшу уявне район администрацинчи çамрăксемпе, спорт тата туризм тĕлĕшпе ĕçлекен комитет председателĕ Александр Семенов уçрĕ. Малтисем пулса старта 6 çултан пуçласа 8 çулчченхи ÿсĕмри ачасем тухрĕç. Кунта Аитри Данияр Саитгалиев тата Хушăлкари Эвелина Габдрахманова çĕнтерчĕç. 9—10 çулхисем хушшинче Хушăлкари Михаил Гребенюк тата Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Кармелита Кулянова чи шепписем пулчĕç. 11—12 çулхисем хушшинче Пăслăкри Яна Егорова тата Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Артем Ракипов палăрчĕç. 12—15 çулхисем хушшинче — Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Никита Тарасов тата Усак Кичури Ильзира Хасанова. 16 — 17 çулхисем хушшинче Михайловкăри Артур Гизетдиновпа Йăлпăлактамакри Зиля Галиева район чемпионĕсен ятне илчĕç. 18 çултан аслăраххисен хушшинче Каныкайри Динар Ахметшинпа Пăслăкри Анастасия Данилована çитекен пулмарĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: