Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
СПОРТ
29 Октябрӗн 2019, 19:44

Ветерансем хаман та стройра!

Кам вăйлăрах тата йăрăрах пулнине фестиваль кăтартса панă

Пишпÿлекри «Парус» физкультурăпа сиплев комплексĕнче ветерансен çулленхи спорт вăййисем иртнĕ. 2018 çултан асăннă мероприятие «Мухтав» орденĕн тулли кавалерне Василий Петрович Маньшина чыслаççĕ.

Районти 13 ял тăрăхĕнчен пенсионерсен командисем килсе çитнĕ. Вĕсем кашни хăйĕн речевкисемпе девизĕсене хатĕрленĕ. Спорт уявне хутшăнакансене район администраци пуçлахĕ Наиль Гатауллин, «Счастливая семья» ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ Ильдар Зайнетдинов, Раççей Патшалăх Думин депутатне Гаджимурад Омарова пулăшаканĕ Альберт Ахтямов, республикăри наркологи реабилитаци центрĕн ертÿçи Александр Стовбчатый саламланă.

Тивĕçлĕ канурисем ишессинче, мечĕке баскетбол карççынккине персе лектерессинче, армрестлингра, тĕл перессинче, дартсра, вăрăмăшне сикессинче, эстафетăра ăмăртнă. Юлашкинчен Аит ял Совечĕ ял тăрăх команди (виçĕ çул тăршшĕпе умлă-хыçлă!) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăх команди, виççĕмĕшĕнче — Çирĕклĕ ял Совечĕ ял тăрăх команди. Ветерансем çак кун вунă çула çамрăкланса кайрĕç пулĕ — вĕсем мăнукĕсенчен кая мар сикрĕç, чупрĕç, бассейнра ишрĕç. Чи кирли — пĕр-пĕринпе тĕл пулса чун каниччен калаçрĕç.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем авторăн
Читайте нас: