Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Ноябрӗн 2019, 20:35

Эсир ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçланă-и?

2014 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕ çинчен» Хушăва алă пуснăранпа ГТО комплексĕ çĕршывра аталану çул-йĕрĕпе пырать.

Çĕршывра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетесси, физкультурăпа туслă çынсен шутне ÿстересси, граждансен пурăнаслăх çулĕсене вăрăмлатасси, халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, физвоспитани тытăмне çĕнетсе лайăхлатасси, ачасемпе çамрăксен, студентсен массăллă спортне аталанма пулăшасси, спорт клубĕсемпе физкультура организацийĕсен шутне ÿстересси — шăпах çак курăмлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» (ГТО) Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăнта тăраççĕ.

Хăшĕсем ыйтма пултараççĕ: мĕнре-ха ГТО пĕлтерĕшĕ, мĕнле усă парать вăл? Чи малтанах — вăйлă та сывлăхлă пулма пулăшать, ГТО значокĕ çын ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннине çирĕплетет. ГТО нормативĕсене пурнăçланă выпускниксем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытнă чухне хушма баллсем илеççĕ, ку вара аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ чухне пĕлтерĕшлĕ. Нормативсене ăнăçлă пурнăçласан шкул ачисем физкультурăпа «пиллĕке» тивĕçеççĕ.


Паян, ноябрĕн 16-мĕшĕнче Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕнче ГТО фестивалĕ иртрĕ. Шкул ачисем нормативсене пурнăçлассине хастар хутшăнчĕс. ГТО комплексĕн нормативĕсене ăнăçлă пурнăçланисем ГТО уйрăмлăх паллине тивĕçнĕ. Ку хутенче нормативсене пурнăçлайманнисем декабрьте тепĕр хут тупăшма пултараççĕ. ГТО çинчен тĕплĕнрех информации 2-19-04 тата 2-14-49 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Çамрăксен «Вектор» клубĕн материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: