Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
4 Декабрӗн 2019, 14:35

Пăр çинчи тытăçу

Районта Раççей хоккейĕн кунне палăртрĕç

Пишпÿлекри катокра хĕллехи спорт сезонне официаллă йĕркепе уçрĕç. Александр Михайлов тренировка ирттерекен чи пĕчĕк хоккеистсем, Аитри «Ильдар Гимаев» хоккей команди (тренерĕ Азат Самигуллин) пăр çине тухрĕç. Çур метр çÿллĕш хоккеистсен вăййине пăхма ашшĕ-амăшĕ чылай пуçтарăннăччĕ.
Район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин спортсменсемпе тренерсене, спорта кăмăллакансене ăшшăн саламларĕ, районта шайбăллă хоккейĕн малтанхи утăмĕсем çинчен аса илчĕ.
Пурте 2004 çулта пуçланнă. Тĕрĕсне каласан, йĕркеллĕ хоккей курупки те, хоккей форми те пулман. Приютоворан кивĕ хоккей тум-тирĕ тупса килкеленĕ. Чиркÿ патĕнчи катока пăрлантарнă. Малтан пишпÿлексем кашни вăйăра тенĕ пек пысăк шутпа выляса янă. Чылайăшĕ çитĕнÿ пуласса шанман. Районти ача-пăчапа çамрăксен хоккейĕ чăн-чăн спорт тĕсне çавраниччен ултă çул иртнĕ. 2010 çулта пишпÿлексен «Олимп» команди Чишмара иртнĕ «Ылтăн шайба» республика ăмăртăвĕнче хăйсем çинчен хăюллăн пĕлтернĕ. Вĕсем бронза медалĕсем çĕнсе илнĕ. Шăпах çав вăхăтран пирĕн арçын ачасем чăн-чăн хоккей вĕсен тĕп киленĕвĕ пулнине шаннă.
Спорт кунне аитсем икĕ командăна пайланса шурă тата симĕс футболкăсем тăхăнса хоккейла выляни илем кÿчĕ. Район администрацинчи çамрăксем, спорт тата туризм тĕлĕшпе ĕçлекен комитет председателĕ Александр Семенов хоккей уявĕпе саламларĕ тата пурне те конькипе йĕлтĕр çине тăма чĕнчĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕке: район администрацин ВК страницинчен.
Читайте нас: