Петр Николаевăн воспитанникĕ Хушăлкари вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Георгий Блинов шанăçа тÿрре кăларнă. Вăл Оренбургра иртнĕ çăмăл атлетикăпа Раççей Чемпионатĕнче тата Первенствинче 3000 метрлă дистанцинче 40 спортсмен хушшинче финиша 13-мĕш çитнĕ. ПР Хĕллехи кубокăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çак дистанцинче вал иккĕмĕш пулнă. Пĕрремĕш вырăн унта Петр Георгиевичăн унчченхи воспитанникĕ, халĕ МВД шкулĕн курсанчĕ Павел Петров йышăннă.
Çĕнĕ çулхи тепĕр парне вăл — тренер патне çуралнă кунне Андрей Петров килни. Андрей Сочинче Раççей чемпионатне хутшăнса 30000 метр дистанцинче иккĕмĕш вырăна тивĕç пулнă. Спортсмен хăйĕн медальне Петр Николаев мăйĕнчен çакнă, мĕншĕн тесен ун щучĕпе, çакă тренерăн тивĕçĕ. Андрей Петров çитес çулта та медальсем çĕнсе илме сăмах панă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Петр Николаевăн архивĕнчен.