Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
СПОРТ
3 Кӑрлач 2020, 14:27

Уфа çыннисем сăмах панин чупăшăвне улттăмĕш хут хутшăннă

Январĕн 1-мĕшĕнче Уфа çыннисем «Забег обещаний» чупăшăва улттăмĕш хут хутшăннă.

Чупăшăвăн пĕлтерĕшĕ кашни çул унта хутшăнакансем табличка çине кăçал хăйне хăй мĕн тума сăмах панине çыраççĕ те дистанцие кирек мĕнле хăвăртлăхпа чупса тухаççĕ.

Акцие тĕрĕс чупма вĕрентекен шкула йĕркелесе янă Владислав Литвинчук пуçарса янă, кăçал вăл «TERRA ZIMA» масштаблă фестиваль йĕркипе иртнĕ.

Акцие хутшăнакансен Гостиный двор йĕри-тавра 2020 метр чупса тухма тивнĕ. Унта спортсменсем те, ахаль çынсем те хутшăннă. Каярахпа Раççей халăхĕсен вăййисем иртнĕ.

Пирĕн районта çакнашкал чупăшу Пишпÿлекре тата Аитра иртнĕ.
Читайте нас: