Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
22 Кӑрлач 2020, 11:52

Медальсемпе таврăннă

Январĕн 10—11-мĕшĕсенче Стерлитамакра çăмăл атлетикăпа республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Петр Николаев тренерăн воспитанникĕсем хутшăннă.

— Кăçалхи çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ пирĕншĕн ăнăçлă пуçланчĕ, — каласа парать Петр Георгиевич. — Роман Гареев республика чемпионĕ пулса тăчĕ, вăл 27 спортсмен хушшинче 1000 метрлă дистанцинче ылтăн медале çĕнсе илчĕ, Руслан Ахмадеев асăннă дистанцинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Çав кунсенчех районти спорт шкулĕн воспитанникĕ Хушăлкари вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Георгий Блинов пысăк ăмăртăва хутшăннă. Вал республикăн çăмăл атлетикăн командин йышĕнче Атăлçи федераллĕ округăн первенствине хутшăннă. Унта вăл çиччĕмĕш вырăн йышăннă, командăна нумай очко илсе килнĕ, чи лайăх 10 çăмăл атлетсен шутне кĕнĕ. Петр Николаевăн воспитанникĕ Георгий çирĕп графикпа кирек мĕнле çанталăкра та тренировка ирттерет. Тата та сумлăрах ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет. Спортсмен ПР сборнăй йышĕнче Раççей Первенствине Волгоградра февралĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен иртекен ăмăртăва каять.
Владимир СМОЛОВ.
Петр Николаевăн архивĕнчи сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: