Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Нарӑсӑн 2020, 16:25

Владимир Яковлева чысласа

Хушăлкари вăтам шкулта Афган вăрçинче пуçне хунă Владимир Яковлева халалланă митинг иртнĕ, унăн вилтăпри çине чечек çыххисем хунă. Унтан волейбол турнирĕ, йĕлтĕрпе чупасси тата пневматика пăшалĕнчен перессипе соревнованисем иртнĕ. Соревнование Сухоречка, Михайловка, Çирĕклĕ тата Хушăлка ял совечĕсен командисем хутшăннă.

Волейбол турнирĕнче пĕрремĕш вырăн Хушăлка ялĕн команди çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш вырăнта Сухоречка ялĕн команди, виççĕмĕшĕнче — Михайловка команди.
3 километрлă дистанцинче йĕлтĕрпе чупассинче Хушăлка ялĕнче пурăнакансене çитекен пулман.
Пневматика пăшалĕнчен перессинче чи лайах резульат Лира Новикова, Альбина Газизова, Алексей Павлов, Геннадий Семенов, Екатерина Гурьянова тата Владислав Яковлев кăтартнă.
Читайте нас: