Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
СПОРТ
5 Мартӑн 2020, 21:58

Чи вăйлисене, чи шепписене, чи пултаруллисене тупса палăртнă

Паян «Парус» физкультурăпа спорт комплексĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне чысланă спорт фестивалĕ иртнĕ. Унта районти учрежденисенче ĕçлекен тата ял тăрăхĕсенче ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмсен 25 команди хутшăннă.

Командăсем тĕрлĕ дисциплинăсенче ăмăртнă: шывра ишесси, вăрăмăшне сикесси, выртнă çĕртен кевтене çĕклесси, малалла пĕшкĕнесси, мечӗке карҫинккана пӑрахасси тата баскетбол эстафети.
Ăмăртура çĕнтеруçĕсене палăртма чăннипе те йывăр пулнă, мĕншĕн тесен хĕрарăмсем пурте спортпа туслине кăтартса панă. Пĕрремĕш вырăна «Парус» физкультурăпа спорт комплексĕн команди çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Умка» ача сачĕн команди, виççĕмĕшĕнче — тĕп район больницин команди.
Ăмăртăва хутшăннă командăсем пĕри те тимлĕхсĕр юлман, вĕсене пурне те администраци пуçлăхĕ Наиль Габдуллович Гатауллин праçник ячĕпе саламланă. Кунсăр пуçнĕ командăсене пылак парнепе — тортпа — савăнтарнă, чечексем парнеленĕ.
Читайте нас: