Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
8 Мартӑн 2020, 17:24

Турнирта Йăлпăлак команди мала тухнă

Районти чăвашсен Канашĕ, «Фаворит» НКО тата Пăслăк ял тăрăхĕ ял совечĕ йĕркеленипе ĕнер Пăслăкри нумай функциллĕ культура центрĕнче районăн çурçĕр-хевеланăç енче вырнаçнă ялсем хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ. Турнира Михайловка, Ермолкино, Пăслăк, Йăлпăлак ялĕсенчи тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă Сухоречка ялĕнчи волейбол командисем хутшăннă.

Командăсем турнира хатĕрленсе килнĕ, кашни вăйăра вĕсем хăйсен пĕрлĕхне тата çĕнтерÿшĕн ăнтăлнине кăтартнă. Турнирăн çĕнтерÿçи Йăлпалак команди пулса тăнă, вăл турнир кубокне тата парнесене тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăн Михайловка команди, виççĕмĕш — Ермолкино команди йышăннă.
Тĕрĕссипе вара, кам миçемĕш вырăнта пулни мар, пуш вăхăтра çамрăксем спортпа туслă пулни аван.
Читайте нас: