ПР МВД информацийӗпе пӗр хӗрарӑма паллӑ мар номертен шӑнкӑравланӑ та банк сотрудникӗ тесе паллаштарнă. Усал шухӑшлӑ ҫынсем хĕрарăм ячĕпе кредит илме хăтланнине чарса хурас сӑлтав туса, палламан ҫын хӗрарӑма банкри счет ҫинчен 877 пин тенкӗ куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ку факт тӑрӑх «мошенничество» статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Çакнашкал ӗҫ Уфара пулса иртнӗ. 36 ҫулхи уфимка пысăк сумма укҫа тӑкакланӑ. Финанс енӗпе онлайн-рынокра ӗҫлесе илес тесе 677 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Республикăри МВД аса илтерет: укҫана палламан ҫынна ан куҫарӑр. Банк сотрудникӗсем имӗш шӑнкӑравланӑ чухне ан калаçар, çийĕнчех трубкӑна хурӑр. Астӑвӑр, мошенниксем суя номерсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Социаллӑ сетьсенче хутшӑннӑ чухне тимлӗ пулӑр. Пӗлӗшсенчен шанчӑксӑр хыпар илсен, вӗсемпе хӑйсен номерӗпе ҫыхăнӑр, ĕç-пуç пирки ыйтса пĕлме ан именĕр.
«Башинформ» информацийĕпе.