Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
СПОРТ
23 Июлӗн 2021, 08:12

Павел Гордеев — Ситекпуç мăнаçлăхĕ

Спорт мастерӗн кандидачӗ Павел Гордеев 20 çапăçуран 17-че çĕнтернĕ.  

Павел Гордеев — Ситекпуç мăнаçлăхĕПавел Гордеев — Ситекпуç мăнаçлăхĕ
Павел Гордеев — Ситекпуç мăнаçлăхĕ

Спорт мастерӗн кандидачӗ Павел Гордеев 20 çапăçуран 17-че çĕнтернĕ.

«Кашни ҫыннӑн хӑйӗн историне, хӑйӗн тымарӗсене пӗлмелле. Вӑйлă ҫӗнӗ тымарсем вара вӑйлӑ ҫамрӑк ӑру параҫҫӗ». Паша Гордеев пирки, чăннипе те, вӑйлӑ ҫамрӑк ăруран тесе шутлама пулать. Ашшӗпе амӑшӗ Сергейпе Алена — Ситекпуç ялӗнчен тухнăскерсем.

Ача чухне Паша яла час-часах килсе ҫӳретчӗ, нумаях пулмасть, ăру пуçараканĕсем чӗннипе, пӗчӗк тӑван ҫӗршыва пырса курчӗ. «Юля кинемей икӗ хутчен тӗлӗкре курăнчӗ те — эпӗ кунтах!» — тет Паша.

Павел Гордеев, 1993 ҫулта çуралнă, ММА енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ (хутӑш кӗрешӳ), Раҫҫей панкратионӗ енӗпе кӗмӗл призер, ушу саньда енĕпе Раҫҫей Кубокӗн кӗмӗл призерӗ, ММА чемпионачӗн темиҫе хут призерӗ. Професси карьерине 2013 ҫулта пуҫланӑ та халӗ 20 çапăçу ирттернӗ, вӗсенчен 17-че ҫӗнтернӗ! Джейсон Сантана (АПШ), Дэнис Силва (Бразили), Аскер Кушков, Илья Гриненко (Раççей) тата ыттисемпе тытăçу ирттернĕ.

Ситекпуç санпа мухтанать, Паша!!! Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем!!! Килте ӑна ашшӗ-амӑшӗ, пиччӗшӗ, юратакан арӑмӗпе хӗрӗ кӗтеҫҫӗ.

Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Павел Гордеев — Ситекпуç мăнаçлăхĕ
Павел Гордеев — Ситекпуç мăнаçлăхĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас