Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
26 Июлӗн 2021, 09:15

Токиори Олимпиадăри пĕрремĕш медаль

Вӑйӑсенче пӗтӗмпе 33 спорт вӑййи тăрăх 339 комплект медальсем вылять.  

Токиори Олимпиадăри пĕрремĕш медаль
Токиори Олимпиадăри пĕрремĕш медаль

Раҫҫей спортсменки Анастасия Галашина Токиори Олимп вӑййисенче пневматика винтовкинчен персе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Раҫҫей спортсменки 251,1 балл пухнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Олимп рекорчӗпе Китай хӗрарӑмӗ Цянь Ян (251,8), виҫҫӗмӗш вырăнта — Швейцарии спортсменĕ Нина Кристен (230,6).

Тепӗр Раҫҫей çынни Юлия Каримова квалификацире 13-мӗш вырӑн йышӑннӑ та финала тухма пултарайман.

Анастасия Галашина 24 ҫулта. Вӑл икĕ хут Европа чемпионӗ тата Европа чемпионачӗсен икĕ хут кӗмӗл призерӗ шутланать. 2019 ҫулта Раҫҫей спортсменки тĕнче чемпионатĕнче бронза ҫӗнсе илнӗ, ҫав ҫулах вӑл Минскри Европӑри вӑйӑсен кӗмӗл призерӗ пулса тӑнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ йышӗ Олимпиадӑн пӗрремӗш курӑмлӑ программи хыҫҫӑн медаль зачетӗнче иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Вӑйӑсенче пӗтӗмпе 33 спорт вӑййи тăрăх 339 комплект медальсем вылять.

«Башинформ» информацийĕпе.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: