Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
27 Июлӗн 2021, 10:20

Раҫҫей гимнасчĕсем 25 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут многоборьере Олимпиада ылтӑнне выляса илнӗ

Токиора Олимп вӑййисем июлӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 8-мӗшӗччен иртеҫҫӗ.

Раҫҫей гимнасчĕсем 25 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут многоборьере Олимпиада ылтӑнне выляса илнӗ
Раҫҫей гимнасчĕсем 25 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут многоборьере Олимпиада ылтӑнне выляса илнӗ

 Унччен пирĕн çĕршыв гимнасчĕсем 1996 ҫулта многоборьепе командипе ҫӗнтернӗ. Раҫҫей командин йышӗнче Денис Аблязин, Давид Белявский, Артур Далалоян тата Никита Нагорный, пĕлтерет РБК спорт.

Финалта Раҫҫей спортсменӗсем 262,500 балл пухнӑ. Иккӗмӗш выранта японецсем (262,397), виҫҫӗмӗшӗнче — китаецсем (261,894).

Токиора Олимп вӑййисем июлӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 8-мӗшӗччен иртеҫҫӗ. Пирĕн спортсменсем WADA санкцисене пула Раҫҫей Олимп комитечӗн ялавӗпе тухмаҫҫӗ. Наградӑламалли церемонисенче наци гимнĕ вырӑнне Петр Чайковскин фортепиано оркестрӗпе Пӗрремӗш концертран килнӗ фрагмент янӑрать.

 «МГ» информацийĕпе.

Раҫҫей гимнасчĕсем 25 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут многоборьере Олимпиада ылтӑнне выляса илнӗ
Раҫҫей гимнасчĕсем 25 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут многоборьере Олимпиада ылтӑнне выляса илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: