Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
11 Августӑн 2021, 11:56

Саид-Хусейн Бакаев: «Тӗнче чемпионатне медаль илме килеççĕ —ҫӑмӑл тытӑҫусем пулмаççĕ»

Саид-Хусейн Бакаев турнирта Пушкӑртстан тата Белорецк чысне хӳтӗлӗ.  

Саид-Хусейн зала пилӗк ҫулта чухне килни ҫинчен каласа парать, ҫавӑнтанпа вӑл спортра юлнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӗ чи йывӑрри – тӗнче чемпионачӗ патне психологи енчен тĕрĕс хатĕрленесси. Шайӗ пачах урӑхла вӗт, ҫавӑнпа тренерпа ҫывӑх ҫынсен канашӗсем питӗ кирлӗ. Сӑмах май, Саид-Хусейна вăй парса тăма тата хавхалантарма Белорецкран Уфана унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тренерсем килеҫҫӗ.

Саид-Хусейн Бакаев курӑмлӑ та вӑйлӑ тытӑҫусем пуласса кӗтет, çăмăл тытӑҫусем пулмӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче чемпионатне медаль илме килеҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, Саид-Хусейн Бакаев — грекпа-рим кӗрешӗвӗн спорт мастерӗ. Унӑн çĕнтерÿсен списокӗнче: Раҫҫейри çамрăксен спартакиадинчи ҫӗнтерӳ, Раҫҫей юниорсем мала тухнин кӗмӗлӗ тата Суракат Асиятилова асӑнса пӗтӗм тӗнчери турнир, Атӑлҫи Федераци округӗнче мала тухни.

Тӗнче чемпионачӗ «Уфа-Арена» УСАра иртет. Грэпплингпа ӑмӑрту августăн 13 тата 14-мĕшĕсенче пулать. Ирӗклӗ кӗрешӳпе тытӑҫусем августӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен, грекпа - рим кӗрешӗвӗсем — августӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен иртеҫҫӗ.

 «МГ» информацийĕпе.

Саид-Хусейн Бакаев: «Тӗнче чемпионатне медаль илме килеççĕ —ҫӑмӑл тытӑҫусем пулмаççĕ»
Саид-Хусейн Бакаев: «Тӗнче чемпионатне медаль илме килеççĕ —ҫӑмӑл тытӑҫусем пулмаççĕ»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: