Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
12 Августӑн 2021, 09:15

Тренерсăр спортсмен пулмасть

Акӑ вунпилӗк ҫул ӗнтӗ Петр Николаев сывӑ пурнӑҫ йӗркине пĕр уйрӑлми пăханакан ачасем ҫитӗнтерет.  

Тренерсăр спортсмен пулмасть
Тренерсăр спортсмен пулмасть

Акӑ вунпилӗк ҫул ӗнтӗ Петр Николаев сывӑ пурнӑҫ йӗркине пĕр уйрӑлми пăханакан ачасем ҫитӗнтерет

Хӑш-пӗр чухне эпир юратнӑ спортсменран, унӑн ӑсталӑхĕнчен тĕлĕнсе сăнатпăр, çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр, анчах унăн тренерĕ ҫинчен шухӑшламастпӑр та. Спортсмен тренерсӑр пулмасть. Кирек мӗнле ҫӗнтерӳре те вӗрентекен, воспитани паракан, вӗренекенӗн ӑсталӑхне ӳстерекен тренер ĕçĕ та тӑрать.

Петр Николаев тренер ҫуначӗ айӗнчен нумай чемпион тата ӑнӑҫлӑ ҫынсем тухнă. Петр Георгиевич 2006 ҫултан пуҫласа Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулӗн тренерĕ шутланать. Малтан ДЮСШ, Ача-пăча творчество центрĕнче спорт енĕпе вăй хунă.

— Аттепе анне спорт ҫитӗнӗвӗсене шӑпах ял ӗҫӗ пулӑшрӗ тетчӗҫ. Манӑн аттепе анне ӗҫченччӗ, иртен пуҫласа каҫчен совхозра ӗҫлетчӗҫ. Халь мӗн тунине пурне те атте-аннерен илнӗ, пĕр паха ен аннерен, тепри аттерен куçнă темелле, — аса илет Петр Георгиевич.

Пӗрремӗш вӗрентекен Петр Георгиевичшӑн тӗслӗх Владимир Осипов пулнӑ. Уншӑн вӑл гениллӗ учитель тата аслӑ ҫын шутланать. Владимир Осипова тата спортпа киленнине пула Петр Георгиевич шкул хыҫҫӑн физкультура техникумне вӗренме кӗнӗ. Студент ҫулӗсенче ҫӑмӑл атлетикăпа хастар ӗҫленӗ, Раҫҫейри физкультура техникумĕсем хушшинче мала тухассишĕн ăмăртура тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл Челябинск тата Курган облаҫӗн чемпионӗ. Тренер ӗҫӗ ҫинчен шухӑшламан та. Ӗҫлĕ çулĕ преподаватель Челябинск облаҫӗнче пуҫланнă. Александр Женжуровпа Владимир Осипов чӗннипе Петр Георгиевич тӑван районне таврӑннӑ, кунта спорт шкулӗнче тренировка тума пуҫланӑ.

Петр Георгиевич чемпионсем ÿстерет, вĕсен кӑтартӑвӗсемпе тата ҫӗнтерӗвӗсемпе мăнаçланать. Вӗсем хушшинче халӗ те ăмăртусене хутшăнакан спортсменсем — Георгий Блинов, Павел Петров, Олег Васильев. Пурте спорт мастерӗн кандидачӗсем. Ҫӑмӑл атлет Андрей Петров — Раҫҫей спорт мастерӗ. Георгий Блинов Раҫҫей первенствинче мала тухнӑ, Раҫҫей кубокӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, федерацин Атӑлҫи округӗнче — призер пулса тӑнӑ, Шупашкар хулинчи спартакиадӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫулран-ҫул ҫӑмӑл атлетика районта пӗрешкел йывӑрлӑхсем тÿссе ирттерет. Улшӑнусем спорт аталанӑвӗнче кӑсӑкланакан ҫынсен фи-нанс пулӑшӑвӗпе кӑна пулса иртме пултараҫҫӗ. Петр Георгиевич пулас спортсмен пултарулӑхне пĕрре пăхсах палăртма пултарать. Чи малтанах преподаватель тӑван-хурӑнташӗсемпе, ашшӗ-амӑшӗсемпе интересленет, ҫӑмӑл атлетикӑпа кам та пулин киленнипе киленменнине ыйтса пӗлет. Ашшӗ-амӑшӗсен пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнусем ҫине, ӗҫченлӗхе тимлет. Пулас воспитанниксене суйласа илнӗ чухне Петр Георгиевич «кам мӗнле ҫиет, ҫапла ӗҫлет» каларӑша тытса пырать, ҫак меслетсем ӗҫленӗ çулсем тăршшĕнче тренера улталаман-ха.

— Çемье пулӑшнинчен нумай килет. Ҫемье ӗҫе, тивӗҫлӗхе хӑнӑхтарнӑ пулсан, ача ура çинче ҫирӗп тӑрать. Кашни вӗренекене хӑйне уйрӑм методикапа тренировка ирттерме, ытти вӗренекенсен тӗслӗхне кӑтартма тӑрӑшать. Хӑш-пӗр чухне спортсменсем ывӑнаҫҫӗ, алă усаҫҫӗ. Ун чухне ҫемье пулӑшасса шанмалла, хӑш-пӗр чухне ачине спортпа туслашма ӳкӗтлеме тивет. Олег Васильевӑн, Георгий Блиновăн, Андрей Петровăн, Павел Петровăн, Артур Гизетдиновăн ашшӗ-амӑшне тата ыттисене тав тӑватӑп, — каласа парать Петр Николаев.

— Европӑра ӑмӑртӑва хутшӑнакан Олег Васильев — пĕтĕм вӑхӑтри та чи пысӑк кӑтарту турĕ. Иртнӗ ҫул Георгий Блинов Брянскра финиша чупса Раççейӑн бронза призерӗ пулса тӑрсан, сӑмахпа каласа ӑнлантарма ҫук вӑйлӑ туйӑмсем капланса килчĕç. Хăйĕн пурнӑҫĕнчи пӗрремӗш кĕмĕл медальне мана Андрей Петров парнелерӗ. Питĕ пăлханса кайрăм çавăншăн. Ку медаль паян кунчченех упранать манӑн. Эпӗ кун пек ачасене курманччӗ-ха, ман воспитанниксем мана питӗ тав тӑваҫҫӗ, уйрӑмах михайловкăсем тата хушăлкасем. Тавтапуҫ вӗсене ҫавӑн пек туйӑмсемшӗн, — каласа парать Петр Георгиевич.

Спорт ҫитӗнӗвӗсем Пишпӳлек районӗнче ҫакӑн пек тренерсем-профессионалсем пур чухне пулнă, пур тата пулӗҫ. Акӑ вунпилӗк ҫул ӗнтӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакан ҫынсене Петр Николаев çитӗнтерет. Ялан тенӗ пекех, вӗсем пурте лайӑх спортсменсем, лайӑх ҫынсем пулӗҫ. Хӑйӗн юратнӑ ӗҫне ӗмӗр шанчăклă пулнă çакнашкал çынсемпе чӑннипех мăнаçланмалла.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр

Тренерсăр спортсмен пулмасть
Тренерсăр спортсмен пулмасть
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: