

Спортсменка Уфара фехтовани центрне тăвасси пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ.
Олимп чемпионки Аделина Загидуллина Фехтовани центрне Уфара тума шутланишĕн савӑнчӗ. «Башинформпа» калаҫнӑ чухне Аделина Пушкӑртстанра арҫын рапирипе яланах чапа тухнине, халӗ хӗрарӑм рапири те, шпага та аталаннине палӑртрӗ. Унсӑр пуҫне спортсменка фехтовани тӗнчинче пурте Пушкӑртстанра пӗлнине шанать.
Аделина хăçан та пулин фехтовани республикӑн визит карточки пулса тӑрасса, халӗ пушкӑрт пылӗ, курай е Салават Юлаев палӑкӗ пек пуласса шаннине пĕлтерчĕ.
Аса илтеретпӗр, Радий Хабиров «Матч ТВ» телеканала интервью панӑ, унта Пушкӑртстанра спорт аталанӑвӗ, малалли плансемпе тӗллевсем ҫинчен каласа панӑ.
«МГ» информацийĕпе.