Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
6 Сентябрӗн 2021, 13:23

Радий Хабиров паралимпиецсене медальсемшĕн оперативлă тÿлеме хушнă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республика спорт министрне Руслан Хабибова Токио-2020 Паралимпиадӑра медаль ҫӗнсе илнӗ Пушкӑртстан спортсменӗсене тÿлессине оперативлӑн йӗркелеме хушрӗ.  

«Олимпиадӑпа Паралимпиада умӗн медальшӗн тӳлессине пысӑклатни питӗ аван, — палӑртнӑ регион ертӳҫи правительствӑра оперативлӑ канашлу ирттернӗ май. — Пирӗн ишмелли база шкулӗ питӗ вӑйлӑ. Тавтапуҫ тренерсене. Пушкӑрт спортсменӗсем пилӗк ылтӑн, виҫӗ кӗмӗл тата тӑватӑ бронза медальсем ҫӗнсе илчӗҫ, Раҫҫейри копилкӑна пысӑк тӳпе хыврĕç. Руслан Тагирович, ыйтатăп — паралимпиецсем укҫа хăвăртрах илччӗр».

Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанран кайнă Паралимпиада призерӗсене тÿлесси Олимпиадӑн чемпионӗсемпе призерӗсене пурлӑхпа хавхалантарнинчен ытлашши уйрăлмаҫҫӗ. "Ылтӑншӑн" — 2 млн тенкӗ," кӗмӗлшӗн " — 1,5 млн," бронзӑшӑн " - 1 млн тенкӗ. Тренерсем те укҫа илеҫҫӗ, çентерÿçĕ илнинчен ҫуррине.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Радий Хабиров паралимпиецсене медальсемшĕн оперативлă тÿлеме хушнă
Радий Хабиров паралимпиецсене медальсемшĕн оперативлă тÿлеме хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: