Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин бокспа тренировкӑра хӑйӗн сӑмсине мӗнле хуҫни ҫинчен каласа пачӗ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ олимпиецсемпе тӗл пулнӑ чух аса илнĕ, кадрсене «Россия 1». телеканалта сентябрӗн 12-мӗшӗнче «Москва. Кремль. Путин» программӑра кӑтартрӗҫ.
"Виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш тренировкӑра манӑн сӑмсана хуҫса пӑрахрӗҫ, анчах ахаль ҫемьере пулнӑ пирки эпӗ кил хушшинче ниҫта та каламарăм, нимӗнле врачсем патне те каймарӑм. Анчах сăмсана пӳрнепе те тӗкӗнме ҫукчĕ. Хуҫӑлнӑ! Кайран паллă пулчĕ вӑл хуҫӑлни", - терӗ Путин.
Раҫҫей лидерӗ йышӑннӑ тӑрӑх, шӑпах ҫакӑн хыҫҫӑн кӗрешÿпе киленме шут тытнӑ вӑл.
Июнӗн 2-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков Путина Будапешта дзюдо енӗпе тӗнче чемпионатне хӑнана чӗннĕ тесе пӗлтернӗччĕ. 2017 ҫулта Раҫҫей лидерӗ тӗнче чемпионатне кайнă тата уҫнӑ церемоние хутшӑннӑ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.