Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
21 Сентябрӗн 2021, 13:18

Пурте чупаççĕ, Пишпÿлек те юлмасть!

Пишпÿлекре «Наци кросĕ» иртнĕ.  

Пурте чупаççĕ, Пишпÿлек те юлмасть!
Пурте чупаççĕ, Пишпÿлек те юлмасть!

Пишпÿлекре «Наци кросĕ» иртнĕ.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркин тата спортпа тӑтӑш туслă пурăнакан граждансем хушшинче сентябрӗн 18-мӗшӗнче Пишпÿлекри тĕп площадьре «Наци кросӗ-2021» чупмалли кун иртрӗ.

Унта 6 ҫултан пуҫласа 40 ҫул таран ÿсĕмри район ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Чупакансен тӗрлӗ дистанцие чупса тухмалла пулнӑ.

Сулхӑн ҫанталӑка пӑхмасӑрах дистанцие хутшӑнакансем пурте ӑнӑҫлӑ ҫӗнтернӗ. Хӑйсен спорт пултарулӑхӗсене кӑтартнă, сывлӑха ҫирӗплетнĕ тата вӑхӑта усӑллӑ ирттернĕ

 Пӗтӗм дистанцисенчи ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫӗсем район администрацийӗн грамотипе медальне илчӗҫ. Спорт мероприятине хутшӑннӑшӑн пурне те тав тӑватпӑр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.


#СоциальнаяАктивность
#БижбулякскийРайон
#СпортНормаЖизни
#КроссНации

Пурте чупаççĕ, Пишпÿлек те юлмасть!
Пурте чупаççĕ, Пишпÿлек те юлмасть!
Пурте чупаççĕ, Пишпÿлек те юлмасть!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: