Уфара арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче шахмат енӗпе Раҫҫей чемпионачӗсен виҫҫӗмӗш суперфиналӗ вӗҫленнӗ.
Арҫынсен турнирӗнче икӗ результатлӑ парти вылянӑ.
Кирилл Алексеенкопа Александра Горячкина ферзь гамбичĕн карлсбад вариантне вылянă. Кирилл партине ҫӗнтерӳ патне ҫитерчӗ. Владимир Федосеев хурисемпе Никита Витюгова хирӗҫ кивӗ инди хӳтӗлеве суйласа илнӗ, классика системинче 7...b6 шухӑшпа усӑ курнӑ. Парти шăпине пӗр ходлӑ зевок татса пачӗ: 41-мӗш ходра Федосеев пӗр тан позицире тӳрккессӗн йӑнӑшрӗ, шуррисем хурав панӑ хыҫҫӑн тӳрех парӑнчӗ.
Юлашкинчен Мотылев — Андрейкин, Рахманов — Чигаев, Понкратов — Матлаков тата Есипенко — Предке партисем никам та çĕнтерейменнипе (вничью) вӗҫленнӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раççей шахмат федерацийĕ.