Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
13 Октябрӗн 2021, 13:00

Пирӗннисем вылянине валидолсăр пăхма çук

2022 çулта Катарта иртмелли тӗнчери футбол чемпионачӗн суйлав турӗнче ӗнер Раççей сборнăйӗ Марибор хулинче Словени сборнăйне çӗнтерчӗ. 2:1 шута вăл матч вӗçлениччен аран сыхласа хăварайрӗ.  

Пирӗннисем вылянине валидолсăр пăхма çук
Пирӗннисем вылянине валидолсăр пăхма çук

Çапах тӗп интрига тавăрураччӗ пуль. 2009 çулта Раççейӗн тӗнче чемпионатне тухас тесен Словени командине çӗнтермеллеччӗ. Анчах Раççей вăййа лайăх хатӗрленсе килмен, пирӗннисем словенецсене 0:1 шутпа выляса ячӗç те, чемпионата лекеймерӗç.

12 çултан футбол шăпи командăсене тепӗр хут тӗл пултарчӗ. Раççей хушăран лайăх вылять, вăхăчĕ-вăхăчӗпе пăхма намăс. Хăш чух ял футболисчӗсем пек йăнăшсем тăваççӗ футбол çăлтăрӗсем. Анчах выляса яман-тăк, куракан футболистсене хӗрхенет, хушăран мухтать те. Юлашки вăйăра та çаплах пулчӗ-тӗр. Эпир çӗнтертӗмӗр, анчах та парăнтараймарăмăр, Словени техника тӗлӗшӗнчен тата ытти кăтартусемпе пиртен вăйлăрахчӗ. Çапах – çӗнтерекене вăрçмаççӗ. 

Пирӗн командăн тренерне Валерий Карпина лартнăранпа сборнăй – лайăхах выляймасть пулин те – сентябрьти тата октябрь пуçламăшӗнчи квалификацире пӗр матча та выляса ямарӗ. Хорватине шута илмесен пире хирӗç вылякан командăсем те вăйлисемех марччӗ. Тен, çапла ăнланмалла мар вăйă йӗркелени – Карпинăн çӗнӗ тактики?   

Хорвати ман шутпа хăй кӗртме тăрăшмарӗ, пире вара калама çук ăнса пычӗ. Сехрене хăпартакан матчăн юлашки 5 минучӗ валидолпа иртрӗ пулин те, табло çинчи шут пире хирӗç марччӗ: 0:0.

Кипрпа ун пек вылясса эпӗ пирӗн «йывăç урасенчен» те кӗтменччӗ. 90 минутран 15-шне кăна «аван» тесе хаклама пулать, ытти – брак. Тренер штабӗ ӗçлесе çитереймест-и е выляканӗсем пӗр-пӗрне ăнланса пӗтереймеççӗ-ши – калама йывăр. Анчах та футбол площадкинче Дзюба çукки сисӗнчӗ.

Тепӗр тесен, матч тăршшӗпе хирӗç вылякансен штрафнойӗ умӗнче мечӗк кӗтсе тăракан икӗ метрлă «юпа» çине тапса парасла выляни – пирӗн сборнăя пӗрре те илемлетмест. Кун пек кичем футбол курса ларнă çӗртен тăрса тухса каяс килет. Эпӗ çывăрса кайнă. Вăраннă çӗре 2:0, эпир малта.

Мальтăпа Раççей мӗнле шутпа вылянине çыриччен малтан, вăл çӗршывра миçе çын пурăннине аса илтерес килет: 515 пин ытла. Танлаштарушăн, пирӗн Çырчалли хулинче 533 пин çын пурăнать. Çак çӗршыва эпир 12:0 шутпа çӗнтермелле пек те, ăна йывăрпа 2:0 тăвайни пирӗннисене çитрӗ. Урăххине кӗтмеллех-ши вӗсенчен?

Октябрӗн 8-мӗшӗнче Хусанта Словакипе тӗлпулсан та эпир чаплă вăйă кăтартаймарăмăр. Хирӗç вылякансен хапхи енне 6 хут тапрӗç пирӗн футболистсем. Атакăра вылясси ниепле те пулса пӗтеймест-ха Раççейӗн. Пысăк йышпа мала чупса кайсан та атакăсене хапха енне тапассипе вӗçлеме пултараймаççӗ. Вăхăчӗ-вăхăчӗпе раççейсем сахалăн вылянă пек туйăнкаларӗ. Словаксен футболисчӗ Шкриньяр ăнсăртран хăйсен хапхине гол кӗртмен пулсан, темле вӗçленетчӗ-ши ку матч?     

Карпина ăнать. Çакна пурте ăнланаççӗ.

Паянхи куна Раççей сборнăйӗ 19 очкопа «Н» ушкăнра малта пырать, ун хыççăн Хорвати сборнăйӗ 17 очкопа. Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Раççей Кипра йышăнать, 14-мӗшӗнче Хорватипе вылять. Ушкăнăн çӗнтерӳçи тӗнче чепионатне тухать, иккӗмӗш команда стык матчӗсенче вылять. Теори тăрăх Раççей Катарти мундиале хутшăнас шанăçне çухатман-ха.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/pirnnisem-vylyanine-validolsar-pakhma-cuk

Пирӗннисем вылянине валидолсăр пăхма çук
Пирӗннисем вылянине валидолсăр пăхма çук
Автор:
Читайте нас: