Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
13 Октябрӗн 2021, 12:21

Валентина Гунинапа Евгения Овод Раҫҫей хӗрарӑмсен чемпионачӗн Суперфиналӗнче малта пыраҫҫӗ

Октябрӗн 12-мӗшӗнче Уфара Раççей арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче чемпионачӗсен Суперфиналăн тӑваттӑмӗш тур партийӗсем вылярӗҫ.  

Уҫӑ турнирта Дмитрий Андрейкин гонка лидерне Кирилл Алексеенкона шуррисемпе аркатса тӑкнӑ. Каталон пуҫламӑшӗнче хурисем дебют проблемисене татса параймарӗҫ, шуррисем центрта прорыв тунӑ вӑхӑтра вара вӗсен корординациленӗ вӑйӗсем тӑшман королӗ ҫине йӑтӑнса анчӗҫ. 22-мӗш ходра Алексеенко хӑйне ҫапса аркатнине йышӑннӑ.

Ҫапах та шуррисемпе вылянă Максим Чигаев Максим Матлакова ҫӗнтернӗ. Александр Мотылев Павел Понкратова хурисемпе выляса илнӗ. Федосеев — Есипенко, Горячкина— Витюгов тата Предке — Рахманов выляса никам та çĕнтереймен.

4-мӗш тур хыҫҫӑнхи лару-тӑру:

1-4. Кирилл Алексеенко, Никита Витюгов, Максим Матлаков, Дмитрий Андрейкин - 2,5-шер, 5-8. Александр Рахманов, Владимир Федосеев, Александра Горячкина, Андрей Есипенко - 2, 9-12-шер. Максим Чигаев, Александр Предке, Александр Мотылев, Павел Понкратов - 1,5-шер.

Хӗрарӑмсен Марина Гусева Ольга Гиряран выляса илнĕ. Евгения Овод Дарья Войтран выляса илнӗ. Юлашкинчен Боднарук - Бивол, Галлямова - Погонина, Гунина - Гарифуллина и Шувалова - Кашлинская партисем никам та çĕнтерейменнипе вӗҫленнӗ.

4-мӗш тур хыҫҫӑн лару-тӑру:

1-2. Валентина Гунина, Евгения Овод - 3, 3-4-шер. Полина Шувалова, Лея Гарифуллина - 2,5, 5-7-шар. Алина Кашлинская, Алиса Галлямова,  Марина Гусева - 2, 8-11-шер. Дарья Войт, Ольга Гиря, Алина Бивол, Наталья Погонина - 1,5, 12-шер. Анастасия Боднарук - 1.

Раҫҫей чемпионачӗсен суперфиналӗсем Раҫҫей шахмат Федерацийĕ тата Еленӑпа Геннадий Тимченкон Ыркăмăллӑх фончĕ пурнӑҫлакан "Музейсенчи шахматсем" программа шайӗнче иртеҫҫӗ. Шахмат юратакансене, Раҫҫей чемпионачӗсен Суперфиналӗсенче пулас текенсене, Nesterov Plaza отелĕнче комментатор залне Сергей Шипов патне чӗнеҫҫӗ. Турнирта маска режимӗ вӑйра тăрать тата термометри процедурисем пурнӑҫлаҫҫӗ.

Отель фойинче ФШР Шахмат музейӗн куравне вырнаҫтарнӑ. Музей кураторӗ, истори наукисен кандидачӗ Дмитрий Олейников кӑмӑл тӑвакансем валли экскурсисем ирттерет.

Акӑлчанла турнира Евгений Мирошниченкопа Александр Шиманов гроссмейстерсем комментри илсе пыраҫҫӗ.

МИХ информацийĕпе.

Валентина Гунинапа Евгения Овод Раҫҫей хӗрарӑмсен чемпионачӗн Суперфиналӗнче малта пыраҫҫӗ
Валентина Гунинапа Евгения Овод Раҫҫей хӗрарӑмсен чемпионачӗн Суперфиналӗнче малта пыраҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: