Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
14 Октябрӗн 2021, 12:34

Витюгов, Гунина тата Овод лидерсем: Уфари шахматсем енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн 5 тур кӑтартӑвӗсем

Уфара арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче Раҫҫей чемпионачӗсен пиллӗкмӗш суперфиналĕ вӗҫленнӗ.  

Уҫӑ турнирта Петербург гроссмейстерĕ Никита Витюгов Дмитрий Андрейкинпа выляса турнир таблицине ертсе пырать.

Владимир Федосеев хурисемпе выляса Рети дебютра Александр Рахманова ҫӗнтернӗ.

Чигаев — Предке, Есипенко — Горячкина, Мотылев — Матлаков тата Алексеенко — Понкратов никам та çĕнтерейменипе партисене вĕçлерӗҫ.

5-мӗш тур хыҫҫӑнхи лару-тӑру: 1. Никита Витюгов — 3,5, 2-4. Владимир Федосеев, Максим Матлаков, Кирилл Алексеенко — 3, 5-7-шер. Александра Горячкина, Дмитрий Андрейкин, Андрей Есипенко — 2,5, 8-12-шер. Александр Рахманов, Максим Чигаев, Александр Предке, Александр Мотылев, Павел Понкратов — 2-шер.

Хӗрарӑмсен Валентина Гунина хурисемпе Алина Биволран выляса илчӗ. Раҫҫейӗн виҫӗ хут чемпионки Каро-Канн хӳтӗлес тӗлӗшпе сайра та ҫивӗч вариант самаях суйласа илнӗ, унпа тупӑшакан, паллах, кăна хатӗр пулман. 43 хут ҫӳренӗ хыҫҫӑн хурисем ҫӗнтерӳ уявне паллӑ тунӑ.

5-мӗш тур хыҫҫӑн лару-тӑру: 1-2. Валентина Гунина, Евгения Овод — 4, 3-шер. Полина Шувалова — 3,5, 4. Алиса Галлямова — 3, 5-7. Наталья Погонина, Алина Кашлинская, Лея Гарифуллина — 2,5, 8-9-шар. Ольга Гиря, Марина Гусева — 2, 10-11-шер. Дарья Войт, Алина Бивол — 1,5, 12-шер. Анастасия Боднарук — 1.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: РФ Шахмат федерацийĕ.

Витюгов, Гунина тата Овод лидерсем: Уфари шахматсем енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн 5 тур кӑтартӑвӗсем
Витюгов, Гунина тата Овод лидерсем: Уфари шахматсем енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн 5 тур кӑтартӑвӗсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: