Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
СПОРТ
21 Октябрӗн 2021, 11:44

Уфара арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче шахматсем енӗпе Раҫҫей чемпионӗсем паллӑ

Никита Витюговпа Валентина Гунина — ҫӗршывӑн ҫӗнӗ чемпионӗсем.  

Уфара арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче шахматсем енӗпе Раҫҫей чемпионӗсем паллӑ
Уфара арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче шахматсем енӗпе Раҫҫей чемпионӗсем паллӑ

Никита Витюговпа Валентина Гунина — ҫӗршывӑн ҫӗнӗ чемпионӗсем.

Юлашки 11-мӗш уçă турта Владимир Федосеев Павел Понкратова шуррисемпе выляса янӑ.

Чигаев — Алексеенко, Горячкина — Андрейкин, Предке — Мотылев, Рахманов — Витюгов тата Есипенко — Матлаков партисем никам та çĕнтерейменнипе вӗҫленнӗ.

Никита Витюгов гроссмейстер пухма пултарнă 11 очкоран 7 очко пухса хӑйӗн карьеринче пӗрремӗш хут Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑчӗ.

Çур очко ҫӗнтерӳҫӗрен кая юлнӑ Максим Матлаков "кӗмӗл" ҫӗнсе илчӗ. Виҫҫӗмӗшӗ Владимир Федосеев пулчӗ, вăл 6 очко пухнă тата хушма кӑтартусемпе Дмитрий Андрейкинран иртсе кайрӗ. Виҫӗ призер та Санкт-Петербургран.

Хӗрарӑмсен Гунина — Шувалова турти татăклă парти никам та çĕнтерейменнипе вӗҫленчӗ. Пухма пултарнă 11 очкоран 8 очко пухса, пĕр партие те выляса ямасӑр Мускав хӗрӗ Валентина Гунина Раҫҫей тӑватӑ хут чемпионки пулса тӑчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Евгения Овод йышӑнчӗ, вӑл Алина Биволпа мирлӗ уйрӑлчӗ. Петербург шахматистки 7,5 очко пухса, хушма кӑтартусем тӑрӑх бронза призерĕнчен Полина Шуваловаран (Мускав) иртсе кайрӗ. Галлямова — Гусева, Погонина — Гарифуллина, Войт — Кашлинская тата Боднарук — Гиря вылянă партисем никам та çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ.

Суперфиналсене хупнӑ чухне призерсене Пушкӑртстан Республикин спорт министрӗн ҫумӗ Павел Муслимов тата ФШР ӗҫ тӑвакан директорӗн заместителӗ Александр Ткачев килсе чысларӗҫ.

Раҫҫей чемпионачӗсен суперфиналӗсем Раҫҫей шахмат федерацийĕ тата Еленӑпа Геннадий Тимченкон "Музейсенчи шахматсем" Ыркăмаллӑх фондне программа шайӗнче иртнӗ. Пӗтӗмӗшле гарантиланă парне фончĕ 11 миллион тенкӗпе танлашнӑ: арҫынсен турнирӗнче — 7 миллион тенкӗ, хӗрарӑмсен — 4 миллион тенкӗ.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ:Этери Кублашвили.

Уфара арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче шахматсем енӗпе Раҫҫей чемпионӗсем паллӑ
Уфара арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче шахматсем енӗпе Раҫҫей чемпионӗсем паллӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: