Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
26 Октябрӗн 2021, 08:51

Пушкӑртстан 26 спортсменĕ Пекинри Олимпиада-2022 хутшăнакан кандидатсен списокне кӗнӗ

Олимпиада Пекинра 2022 ҫулхи февралӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен иртет.

Пушкӑртстан 26 спортсменĕ Пекинри Олимпиада-2022 хутшăнакан кандидатсен списокне кӗнӗ
Пушкӑртстан 26 спортсменĕ Пекинри Олимпиада-2022 хутшăнакан кандидатсен списокне кӗнӗ

Раҫҫей Олимп комитечӗ 2022 ҫулта Пекинра иртекен хӗллехи Олимп вӑййисене хатӗрленме наци командине кĕрекен кандидатсен ячӗсене палӑртнӑ.

Кандидатсен списокне пурӗ 599 спортсмен кӗнӗ, вӗсем çак спорт тӗсӗсене кӑтартаҫҫӗ: биатлон, бобслей, скелетон, ту йӗлтӗр спорчӗ, кёрлинг, конькипе чупасси, йӗлтӗр двоеборье, йĕлтĕрпе чупасси, трамплинран йӗлтӗрпе сикесси, ҫуна спорчӗ, сноуборд, фигурӑпа ярӑнасси, фристайл, хоккей, шорт-трек.

Кандидатсен списокне Пушкӑртстанран 26 спортсмен кӗнӗ.

Сӑмахран, Олимп командин пӗрлехи кандидатсен йышӗнче Антон Бабиковпа Эдуард Латыпов. Китая кайма килӗшекен бобслеистсен списокне Юлия Беломестных, Александра Тарасова, Растислав Гайтюкевич, Георгий Кузьменко, Александр Третьяков, Ильвир Хузин кӗнӗ. Йӗлтӗрҫӗсен двоеборьере — Эрнест Яхин, сноубордра — Елизавета Салихова, конькипе чупмалли спортра — Виктор Лобас. Хоккей пӗрлешӗвӗн формипе пӑр çине тухма пултараҫҫӗ: Мария Баталова, Дарья Белоглазова, Вероника Коржакова, Полина Лучникова, Илона Маркова, Мария Печникова, Анна Пругова, Елизавета Роднова, Мария Сорокина, Ольга Сосина, Татьяна Шибанова, Михаил Науменков. Ҫавӑн пекех Раҫҫей сборнӑйне лекме Анастасия Мигунова, Семен Елистратов, Лим Кабиров шорт-трекистсем пултараҫҫӗ.

Олимпиада Пекинра 2022 ҫулхи февралӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен иртет. Спорт арбитраж сучĕ йышӑннӑ тӑрӑх, Раҫҫейӗн сборнӑйӗ наци ялавӗпе гимнӗсӗр тухӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстан 26 спортсменĕ Пекинри Олимпиада-2022 хутшăнакан кандидатсен списокне кӗнӗ
Пушкӑртстан 26 спортсменĕ Пекинри Олимпиада-2022 хутшăнакан кандидатсен списокне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: