Пишпÿлекри «Парус» физкультурăпа сиплев комплексĕнчи бассейн ишме юратакансене кĕтет.
Бассейнра ишсе ҫӳресси — чи хӑрушсӑр спорт тӗсӗ, ҫитменнине тата шывра занятисем ирттернĕ хыҫҫӑн ывӑнмастăн.
Ишнӗ чухне мӗнпур мускулсем ӗҫлеҫҫӗ, кӑкӑр, ҫурӑм, пресс, урасем, алӑсем хӑнӑхаҫҫӗ.
Ишнине пула пӗтӗм тӗревпе куҫӑм аппарачӗн чирӗсене профилактика туни лайӑх иртет.
Ишнӗ чухне сывлав мускулатури лайӑх ĕçлет, ҫав хушӑрах ӳпке вентиляцийӗ вӑйланса пырать.
Ишни стреса лайӑх ӳкерет.
Ишмелли тренировкăсене Лев Агеев ирттерет.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Парус» физкультурăпа сиплев комплексĕн социаллă сетьри страницинчен.
#бассейн
#спортивныедети
#тренировка
#пловцымолодцы
#башкортостан
#спортнормажизни
#плавание
#спорт