Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
13 Декабрӗн 2021, 11:06

Пишпÿлексем "бронза" çĕнсе илнĕ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пишпÿлексем "бронза" çĕнсе илнĕ
Пишпÿлексем "бронза" çĕнсе илнĕ

Декабрӗн 11-мӗшӗнче "Парус" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра "Кубок Содружества" арҫынсен командисем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртрӗҫ. Ӑмӑртусене виçĕ команда хутшӑнчӗ: Пелепей, Туймазă тата Пишпӳлек районӗн команди.

Пирӗн командăра, тупӑшакансен ытти командăсемпе танлаштарсан, асларах ÿсĕмрисем пулнă, ыттисенче ҫамрӑкрах вӑйӑçăсем вылянӑ. Пӗтӗмлетӳ протоколӗнче вырӑнсем ҫакӑн пек пайланчӗҫ:

3-мĕш вырӑн — Пишпӳлек районӗ;

2-мĕш вырӑн — Пелепей команди;

1-мĕш вырӑн — Туймазă команди.

Ҫавӑн пекех турнирта чи лайӑх вылякансене тупса палӑртнӑ: тапăнса вылякансенчен чи лайӑххи Александр Трубников (Туймазă), чи лайăх çыхăнтаракан Бронислав Хоренко (Пелепей), чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ –Азат Хазиев (Пишпÿлек).

Спонсор тата турнир пуҫаруçи — Брегман Руслан Олегович, ҫӗнтерӳҫӗ тата призерсем кубок, медаль, грамотӑсем, укҫа премийӗсем, турнирти чи лайӑх вылякансем асӑнмалӑх статуэткӑсем илнӗ.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

#БижбулякскийРайон
#СоциальнаяАктивность

Пишпÿлексем "бронза" çĕнсе илнĕ
Пишпÿлексем "бронза" çĕнсе илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: