+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Нихӑҫан та выляса яман.
Ирина Константиновна Роднина – паллӑ совет фигуристки, виҫӗ хут Олимп тата вунӑ хут тĕнче чемпионки, ҫавӑн пекех Раҫҫей обществин тата патшалӑх деятелӗ. СССР спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерӗ. Гиннес рекорчӗсен кӗнекинче спортсменка хӑйӗн пӗтӗм професси карьеринче пӗр ӑмӑртура та выляса яманнине регистрациленӗ. Ҫакна палӑртмалла: Ирина Константиновна рекордлӑ йышлă медаль пуҫтарнӑ, вĕсенчен 33-шĕ ылтӑн.