Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Нарӑсӑн 2022, 13:15

Каратист пӗтӗм тӗнчери турнирта "ылтӑн" илнӗ те тӗнчери G32 рейтинга кӗнӗ

Испанири ăмăртура ăмăртса Уфа каратисчĕ очкосем пуçтарнă та G32 тӗнчери рейтинг ушкӑнне лекнӗ.

Каратист пӗтӗм тӗнчери турнирта "ылтӑн" илнӗ те тӗнчери G32 рейтинга кӗнӗ
Каратист пӗтӗм тӗнчери турнирта "ылтӑн" илнӗ те тӗнчери G32 рейтинга кӗнӗ

Уфари 12-мӗш спорт шкулĕн тата "Империя" клубĕн воспитанникӗ Эрнест Шарафутдинов Пӗтӗм тӗнчери Каратэ 1 Серия А рейтингри турнирăн çĕнтерÿçи пулнă. Регионти спорт министерствин пресс-служби каланă тӑрӑх, каччӑ 67 кг виçе категоринче ҫапӑҫнӑ, унта 69 спортсмен хутшăннă. Финал тытӑҫӑвӗнче Эрнест Испанирен килнӗ Ennkhaili Angoud Samy çĕнтернĕ.
Шарафутдинов ӑмӑрту пуçланиччен WKF тӗнчери рейтингра 49-мĕш номер пулнӑ. Испанири ăмăртура ăмăртса Уфа каратисчĕ очкосем пуçтарнă та G32 тӗнчери рейтинг ушкӑнне лекнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Каратист пӗтӗм тӗнчери турнирта "ылтӑн" илнӗ те тӗнчери G32 рейтинга кӗнӗ
Каратист пӗтӗм тӗнчери турнирта "ылтӑн" илнӗ те тӗнчери G32 рейтинга кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: