Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Нарӑсӑн 2022, 21:42

Пушкӑртстанра трейлпа Раҫҫей чемпионачӗ пӗрремӗш хут пулĕ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра трейлпа Раҫҫей чемпионачӗ пӗрремӗш хут пулĕ
Пушкӑртстанра трейлпа Раҫҫей чемпионачӗ пӗрремӗш хут пулĕ

Августӑн 13-мӗшӗнче Пушкӑртстанăн илемлĕ тӑвӗсем ҫинче ҫулленхи Пӗтӗм тӗнчери "Малидак" спорт фестивалӗ иртĕ, вӑл Раҫҫейӗн 40 регионӗнчен тата ытти ҫӗршывран хутшӑнакансене пуҫтарӗ.
Пысӑк проекта йӗркелекенсем атлетсем валли пуҫламӑш шайран пуҫласа професси шайӗ таран ултă илӗртӳллӗ трасса хатӗрленӗ. Фестиваль шайӗнче скандинавла ҫӳрес енӗпе регионсен хушшинчи ӑмӑрту иртĕ, ҫамрӑк хутшӑнакансене вара ăмăрту вĕçĕнче призсемпе ача-пӑча ӑмӑртӑвӗ кӗтĕ. Пушкӑрт тараватлӑхне хаклакансемшӗн спортпа пушкӑрт наци шӗвекне юратакансене Кăмăс мили - пӗрлештерекен ӑмӑртусем иртӗҫ.
2022 ҫулта фестиваль наци шайӗн статусӗпе - трейлпа Раҫҫей чемпионачӗ, иртĕ, пӗлтерет регионти спорт министерстви.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра трейлпа Раҫҫей чемпионачӗ пӗрремӗш хут пулĕ
Пушкӑртстанра трейлпа Раҫҫей чемпионачӗ пӗрремӗш хут пулĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: