Февралӗн 21-мӗшӗнче волонтерсен программине ВОЛЕЙБОЛ FIVB 2022 Тӗнче чемпионачӗн стартне парӗҫ, вӑл августӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 11-мӗшӗччен Раҫҫейри 10 хуласенче иртӗ. Турнир шайӗнче мероприятисене хатӗрлес ӗҫе 3500 ытла волонтера 18 функциллӗ тӗллевпе – куракансемпе ӗҫленинчен тата мероприятисем иртерессинчен пуçласа СМИ валли сервиссем тума тата лингвистика пулӑшӑвӗсем пама хутшӑнӗҫ.
FIVB 2022 Тӗнче чемпионачӗн 25-мӗш командин членĕ пулас тесен - чемпионатăн волонтерсен командин пайӗ, мероприяти пуçланнă çĕре кандидатăн 18 ҫул тултармалла, унӑн акӑлчан чӗлхине пӗлмелле тата командӑра ӗҫлеме пӗлмелле.
Волонтерсен командин пайӗ пулас тесен февралӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Оргкомитет сайтӗнче volley2022.ru/volunteers ятарлӑ пайра заявка хӑвармалла.
"МГ" информацийĕпе.