-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсенче пире хӑйӗн пысӑк пысăк кӑтартӑвӗсемпе савӑнтаракан Петр Николаев тренерăн воспитанникĕсем каллех палӑрчӗҫ.
Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче Стерлитамакри ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫамрӑк спортсменсем виçĕ бронза тата пӗр ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗҫ. "Бронза" Пишпÿлекри Азамат Шугаиповпа Кристина Николаева, Хушăлкари Антон Григорьев ҫӗнсе илнӗ. Чемпион вара ҫак ушкӑнра Менеуз-Мускаври Марсель Персиянов шутланнӑ.
Ҫак ӑмӑртусем хыҫҫӑн тӳрех Антон Григорьев федерацин Атӑлҫи округӗнчи "хӗллехи каникулсенче" мала тухнă.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Петр НИКОЛАЕВ.