Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
15 Мартӑн 2022, 11:51

Пушкӑртстанра пурӑнакан 60 ҫын биатлона пӗлнӗшӗн автографсем илӗ

Çакăн пирки спорт министрĕ Руслан Хабибов çырнă.

Пушкӑртстанра пурӑнакан 60 ҫын биатлона пӗлнӗшӗн автографсем илӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакан 60 ҫын биатлона пӗлнӗшӗн автографсем илӗ

Биатлона юратакансем тата Пушкӑртстан спорт министрӗн Руслан Хабибовăн социаллӑ сетьсенчи подписчикĕсем Раҫҫей чемпионачӗпе СБР Кубок биатлон ăмăртăвне хутшăнакан спортсменсен асран кайми автографӗсене тытса тӑракансем пулма май илнӗ. Ведомство ертӳҫи биатлон историйӗпе викторина пуçарса янă.

"Эпӗ викторинăна хутшӑнакансене биатлонистсен автографӗсене парнелеме сӑмах патӑм. Сӑмах панине пурнăçлатӑп! 60 ҫын асран кайми парнесем — Раҫҫейри чи лайӑх биатлонистсенчен автографсем — илӗҫ", - тесе ҫырнӑ Руслан Хабибов.

Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пушкăрт тӗп хулинче ЧР тата Раҫҫей биатлонистсен Союзӗн Кубокӗ беларуҫ спортсменӗсене хутшӑннипе стартларӗ. Мартӑн 16-мӗшӗнче масс-стартра ӑмӑртма палӑртнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.

Пушкӑртстанра пурӑнакан 60 ҫын биатлона пӗлнӗшӗн автографсем илӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакан 60 ҫын биатлона пӗлнӗшӗн автографсем илӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: