Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
18 Мартӑн 2022, 12:45

Килте юр та пулăшать

Пушкӑртстан биатлонисчӗ Эдуард Латыпов Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусенче ылтӑн илме пултарнӑ.  

Килте юр та пулăшать
Килте юр та пулăшать

Уфара биатлонпа Раҫҫейри биатлонистсен Союзӗн Кубокӗ (СБР) тата пӗр вӑхӑтрах Раҫҫей чемпионачӗпе Кубокӗн тӑххӑрмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. СБР Кубокне Беларуҫри чи лайӑх спортсменсем Пушкăртстан тӗп хулине пынипе йӗркеленӗ. Тепӗр тесен, Пекинри нумаях пулмасть иртнĕ Олимп вӑййисен ҫӑлтӑрӗсем Раҫҫей енчен те старта тухса тăнă. Ҫавӑнпа та нумай болельщиксене мĕн пӑхма та, камшӑн пăшăрханма та пулнӑ.

Специалистсем хушшинче икӗ кун тупӑшнӑ хыҫҫӑн чӑн-чӑн тӑвӑл хуçаланнă. Тата беларуҫ командин лидерӗсем тӑван ҫӗршыв йӗлтӗрҫисене пӗтӗм енĕпе иртсе кайнă, пьедесталта кашни вырӑна тенӗ пекех йышӑннӑ.

Уфари стартсен пӗр уйрӑмлӑхӗ ӑмӑртӑва болельщиксене кĕме ирӗк пани пулнă. "Биатлон" спорткомплексра хӑйне уйрӑм атмосфера тӑвасса кӗттермен вӗсем.

Ҫак кунсенче "Биатлона" пыракансем миниатюрӑра Олимп вӑййисене ҫитсе курнӑ пек пулчӗҫ. Шел, Уфашӑн ҫакӑн пек чаплӑ уяв вӗҫленчӗ ӗнтӗ. Ҫӗршыв чемпионачӗн юлашки тапхӑрӗ Тюменьте пулать. Анчах малта ҫӗнӗ сезон, ҫавӑнпа та биатлонӑн чи лайӑх ӑстисем каллех пирӗн пата хӑнана килессе шанас килет.

https://resbash.ru

Сăнÿкерчĕкĕ: Альберт Загиров.

Килте юр та пулăшать
Килте юр та пулăшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: