+24 °С
Дождь


Пушкӑртстанăн паралимп спорчӗн представителӗ Александр Давидович Ханты-Мансийскра иртекен "Эпир пӗрле. Спорт" хӗллехи Вӑйӑсен иккӗмӗш медальне ҫӗнсе илнӗ.
Спортсмен "биатлон спринчӗ" дисциплинӑра финиша виҫҫӗмӗш тухнă. Ҫапла вара, хӑйӗн тата республикӑн пухмачне Давидович бронза медаль хунӑ.
Маларах "Башинформ" агентство Александр Давидович 10 ҫухрӑмри дистанцире йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсенче "кӗмӗл" (ларса) ирӗклӗ стильпе ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтернӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.