Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
8 Майӑн 2022, 13:15

Хушăлкасем - чемпионсем

Пишпÿлек ялӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ черетлӗ эстафета иртрӗ.

Хушăлкасем - чемпионсем
Хушăлкасем - чемпионсем

Пишпÿлек ялӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ черетлӗ эстафета иртрӗ.
Йӑлана кӗнӗ пек чупӑва районти ял поселенийӗсен, вӗренӳ учрежденийӗсен, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсен командисем хутшӑнчӗҫ. Ăмӑрту пуҫланас умӗн Сергей Тафмасов, район администрацийӗн ҫамрӑксен политикипе спорт секторӗн заведующийӗ ӑмӑртусене хутшӑнакансем умӗнче саламлӑ сӑмах тухса каларӗ, чупăшу правилисене ӑнлантарчӗ, спорт ҫӗнтерӗвӗсем сунчӗ.
Кӗҫӗн ÿсĕм группинче районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекен 7-9 классем хушшинче 1-мӗш вырӑна Хушăлка шкулӗн команди, 2-мĕш вырăна Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкул команди, 3-мӗш вырăна Михайловка команди йышӑннӑ.
Аслӑ ÿсĕм ушкӑнӗнче районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10-11 класс хушшинче Хушăлка шкулӗнче вӗренекенсем чемпионӗсем пулчӗҫ, 2-мӗш вырӑна Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул команди, 3-мӗш вырӑна Кăркан ялӗнчи çăмăл атлетсем йышăннă.
Районти вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем хушшинче каллех хушăлкасем çĕнтерчĕç, 2-мӗш вырӑнта - Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкул команди, виҫҫӗмӗш вырӑнта - Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкул команди.
Шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен чупӑвӗнче Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн команди палӑрчӗ, вӑл 1-мĕш вырӑн йышăнчĕ, 2-мӗш вырӑна "Журавушка" ача сачĕн команди, 3-мӗш вырӑна "Улыбка" ача сачӗн командисем ҫӗнсе илчӗç.
Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсен хушшинче 1-мӗш вырӑна Кăркан ял тӑрӑхӗн команди, 2-мĕш вырӑн - Хушăлка ял совечĕ, 3-мĕш вырӑн - Биккул ял совечĕн команди йышӑнчӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем пурте дипломсене, медальсене, чемпионсен командисем - Ҫӗнтерӳ кубокӗсене тивӗҫрӗҫ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацийĕн официаллă сайтĕнчен.

 Сергей Ивановăн фоторепортажĕ  https://vk.com/album-172931042_284028966

Хушăлкасем - чемпионсем
Хушăлкасем - чемпионсем
Хушăлкасем - чемпионсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: