Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Июнӗн 2022, 19:00

Пушкӑртстанра ача-пӑча футболӗн вунăкунлӑхӗ иртет

Стадион хирӗнче виҫӗ футболиста хирӗҫ пӗр харӑс ҫӗр ача тухĕ.

Пушкӑртстанра ача-пӑча футболӗн вунăкунлӑхӗ иртет
Пушкӑртстанра ача-пӑча футболӗн вунăкунлӑхӗ иртет

Ача-пӑча футболӗн пӗтӗм тӗнчери кунне июнӗн 19-мӗшӗнче палӑртаççĕ. Кӑҫал республикӑри муниципалитет пӗрлӗхӗсемпе, Республикӑри футбол Федерацийӗпе, "Уфа" футбол клубӗпе пӗрле ача-пӑчапа ҫамрӑксене футболпа массӑллӑ явӑҫтарма уйӑрнӑ ача футболӗн вунӑкунлӑхне тÿр килтернĕ ПР Спорт министерстви.
Ҫак кунсенче пӗтӗм республикипе футболпа мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ, футбол площадкисемпе уй-хирсене хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Вуннӑмӗш кунне вара июнӗн 19-мӗшӗнче "BetBoom Арена" стадионра "Уфа" ФК профессионаллӑ футболистсемпе Уфа хулинчи футбол шкулӗнче вӗренекен ача-пӑчасен пӗрлештернӗ командипе матч пулать. Стадион хирӗнче виҫӗ футболиста хирӗҫ пӗр харӑс ҫӗр ача тухĕ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ача-пӑча футболӗн вунăкунлӑхӗ иртет
Пушкӑртстанра ача-пӑча футболӗн вунăкунлӑхӗ иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: